Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чарӑну паллисен юнашарлӑхӗ (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

94§. Запятой, точка, ыйту е кӑшкӑру палли тата тире юнашар килсе тухнӑ чухне тирене ытти паллӑсем хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: — Мана тӳрех кала эсӗ,— терӗ старик шӑппӑн. — Карчӑкне кайран лӑплантаркалӑпӑр (Ю. Скворцов). — Кулӑшла пулмасӑр! — тет хӗр янравлӑ сасӑпа (Ю. Скворцов).

Асӑрхаттарни. Тире умӗн е хыҫҫӑн икӗ енчен те запятойпа уйӑрмалли сӑмахсем пулсан тире ҫумӗнчи запятойне лартмаҫҫӗ, сӑмахран: Ӗҫлесси, тен — нумаях та юлмарӗ.

95§. Хупӑнакан кавычка умӗн точка, запятой, точкӑпа запятой, икӗ точка е тире лартмаҫҫӗ. Вӗсене кавычка хыҫҫӑн лартаҫҫӗ, сӑмахран: «Шупашкар» — хулари чи пысӑк универмаг. Хулари чи пысӑк универмаг — «Шупашкар».

96§. Кӑшкӑру палли, ыйту палли, нумай точка кавычкӑри сӑмахсемшӗн ҫеҫ пулсан вӗсене юлашки кавычка умӗн лартаҫҫӗ, пӗтӗм предложенишӗн пулсан — кавычка хыҫҫӑн лартаҫҫӗ: «Маша, сана каларӑм-и?» — астутарчӗ каллех Викторӗ (А. Артемьев). Мӗн-ха вӑл «вушар»?

97§. Уҫӑлакан е хупӑнакан скобка умӗн запятой, точкӑпа запятой, икӗ точка, тире лартмаҫҫӗ, вӗсене хыҫалти скобка хыҫҫӑн ҫеҫ лартаҫҫӗ: Каҫхине, кӗтӳ хӑваласа кӗртсенех (кӗтӗвӗнче выльӑхӗ те вӑтӑр-хӗрӗх пуҫран ытла мар), ял вилнӗ пек пулать (Л. Агаков).

98§. Точка, кӑшкӑру е ыйту палли скобкӑри текстшӑн ҫеҫ кирлӗ пулсан вӗсене хыҫалти скобка умӗн лартаҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм предложенишӗн кирлӗ пулсан хыҫалти скобка хыҫҫӑн лартаҫҫӗ: Кусем тухса кайсанах вӑл кил хушшине хӑйӗн шӑллӗ Микуль пырса кӗнине курчӗ. (Тарас тухса кайнӑ чух вӑраннӑ амӑшӗ ӑна юриех мӗн пирки чӗнтернине пӗлме янӑ-мӗн.) (Л. Агаков). Ҫӑкӑрне пуртӑпа касса ҫинӗ (типӗ ҫӑкӑр перекетлӗ) (Хв. Уяр).

99§. Предложени вӗҫӗнче ыйту палли те, кӑшкӑру палли те лартмалла чухне кӑшкӑру паллине ыйту палли хыҫҫӑн лартаҫҫӗ:
Охотников (пӗччен). Ӑҫта кайса кӗрем-ши?! Хамӑн айӑпа мӗнле каҫарттарам-ши?! (Н. Терентьев).

100§. Ыйту е кӑшкӑру паллипе нумай точка юнашар килсе тухнӑ чухне малтан ыйту е кӑшкӑру палли, ун хыҫҫӑн икӗ точка (виҫҫӗ вырӑнне) лартаҫҫӗ:
Охотников. Пӗтертӗм эпӗ Иван Яковлевича, шкула пӗтертӗм!.. Пурӑнма тивӗҫ мар эпӗ текех!.. (Н. Терентьев).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-17 10:52:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 622 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем